Чӑваш Енри икӗ ача, Тимур Ильин тата Станислав Андреев, Федераци Канашӗн «Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» медалӗпе чысланӑ. Тимур наградӑна Валентина Матвиенко председатель аллинчен илнӗ. Вӑл Шупашкарти 56-мӗш шкулта 2-мӗш класра вӗренет. 2020 ҫулта Тимур Вӑрнар тӑрӑхӗнче юхан шыв ҫинче пӑр айне анса кайнӑ тусне Богдана ҫӑлнӑ. Лешӗ ун чухне 6 ҫулта пулнӑ.
Тӑвай тӑрӑхӗнчи Турикас Тушкилте пурӑнакан 15-ри Станислав Андреев кӑҫал инкек тӳссе ирттернӗ. Пушарта унӑн амӑшӗ, шӑллӗ вилнӗ. Станислав пушар вӑхӑтӗнче ҫухалса кайман, пулӑшу ыйтма чупнӑ. Вӑл, 7-ри йӑмӑкӗ тата тӑван мар ашшӗ чӳречерен тухма пултарнӑ.
Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Пӑва ялӗнче пурӑнакан Евлампия Филиппова юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хӗре фронта кайма повестка панӑ, анчах шӑпа ӑна унта лекме пӳрмен - Евлампия тылра ырми-канми ӗҫленӗ, пурнӑҫне колхоз ӗҫне халалланӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл колхозниксем валли апат пӗҫернӗ. Унӑн ҫурчӗ ҫинче «Кунта колхоз передовикӗ пурӑнать» табличка чылай ҫул ҫакӑнса тӑнӑ. Халӗ Евлампия Филиппова 6 мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать, вӗсем ӑна пӑхаҫҫӗ.
Ӗнер республикӑра ҫил вӑйлӑ пулнӑ. Ҫавна май хӑш-пӗр тӑрӑхра ҫутӑ та сӳнсе ларнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер каҫхине 19 ялта электричество сӳннӗ, 2,5 пин ытла ҫын шар курнӑ. Ҫак списока Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Муркаш, Вӑрмар муниципаллӑ округсенчи ялсем лекнӗ. Каҫхи 9 сехет тӗлне 11 бригада, пӗтӗмпе 29 ҫын, ӗҫленӗ. 22 сехет тӗлне 14 ялта ҫутӑ пулман.
Аса илтерер: ӗнер ҫил ҫеккунтра 20-25 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ.
Вӑрнар районӗнче 3 арҫын ача рельссем ҫине чулсем хурса алхаснӑ. Ҫакна «Мускав – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен машинист асӑрханӑ та кун пирки Вӑрнарти чукун ҫул станцийӗн дежурнӑйне пӗлтернӗ. Лешӗ ку хыпара транспорт полицине ҫитернӗ.
Полицейскисем вырӑна ҫитнӗ, ҫак ӗҫе тунӑ арҫын ачасене тупнӑ. Вӗсем 18 ҫул тултарманнине кура ашшӗ-амӑшне административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Театр – мой мир. Театр – манӑн тӗнче. Художник Станислав Кошкин» кӗнеке-альбома хӑтланӑ. Кӑларӑма Н. М. Кириллова пухса хатӗрленӗ. Ҫав кунах унта Станислав Кошкинӑн «Театр – мой мир» (чӑв. Театр — манӑн тӗнче) куравӗ уҫӑлнӑ.
Станислав Константинович — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫейри художниксен союзӗн пайташӗ. Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче художник 75 ҫул тултарнӑ.
Станислав Кошкин Вӑрнар районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Вӑрман Кипек ялӗнче ҫуралнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Питӗр хулинче пурӑнать. Шупашкарти ӳнер училищинче тата Ленинградри патшалӑхӑн театр, музыка тата кинематографи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ленинградри ҫамрӑксен театрӗнче художник-постановщикра тата ытти хулара ӗҫленӗ.
Соцфонд пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 100 ҫултан каҫнӑ 50 ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 47-шӗ – хӗрарӑмсем. Вӑрӑм ӗмӗрлисем ытларах Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Вӑрнар районӗсенче пурӑнаҫҫӗ. Республикӑра 90-99 ҫулсенчи 5,5 пин ытла ҫын кун кунлать.
Чӑваш Енри чи аслӑ ҫын – Муркаш районӗнчи Неонила Белова. Вӑл Москакасси ялӗнче кун кунлать. Пӗлтӗр вӑл юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 106 ҫул тултарнӑ. Вӑл – нумай ача амӑшӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче окоп чавнӑ. 6 ача ҫуратнӑран пенсие 47 ҫулта тухнӑ, анчах 81 ҫул тултариччен ӗҫленӗ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кивьял Хапӑс ялӗнче 33 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ 27-ри арҫынна тытса чарнӑ.
Следстви версийӗ акӑ мӗнлерех: ҫав кун гаражра /27-ри арҫын унта машинӑсем юсанӑ/ 33-ри арҫын машинӑна вӑрах вӑхӑт юсанӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкраххи аслине тимӗр профильпе пуҫӗнчен вилмеллех ҫапнӑ.
Хайхискер преступлени йӗрне пытарас тесе вилене машинӑна хурса посадкӑна кайнӑ, унта шӑтӑк чавса чикнӗ. Халӗ следстви пырать.
Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗкре пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Ӑна иртен-ҫӳрен асӑрханӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 58 ҫулти арҫын пӗве хӗррине пулӑ тытма кайнӑ. Анчах вӑл хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнман - путса вилнӗ. Ҫакӑ паллӑ: вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Сӑмах май, ун пек инкек унччен Вӑрнар районӗнче те пулнӑ. Унта та арҫын пулла кайсан путса вилнӗ.
Паян Вӑрнар районӗнче пӑр ҫунӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Хаҫата хыпарланӑ тарӑх, пӑр 14 сехет те 40 минутра ҫунӑ. Ҫакна Кӳтӳмер ялӗнче пурӑнакансем видео тата сӑн ӳкернӗ. Ҫынсем пӑр пӑрҫа пысӑкӑш ҫуни пирки хыпарланӑ.
Аса илтерер: синоптиксем ҫак кунсенче ҫумӑр ҫавасси пирки пӗлтернӗччӗ. Паян вара аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарасси ҫинчен асӑрхаттарнӑ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 18 ҫулти ҫамрӑк бронежилет сутатӑп тесе тӗнче тетелӗнче пӗтерӳ вырнаҫтарнӑ. Хӑйӗн ун пек япала пулман та.
Кӑштахран тавар туянас кӑмӑллӑ ҫын та тупӑннӑ. Сутуҫӑна вӑл 26 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Яш ҫав укҫапа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 18 ҫулти каччӑна ҫынна улталанӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.